«Чӑваш Республикинчи лаша спорчӗн пӗр центрӗ Патӑрьел районӗнче вӑйлӑ аталаннӑ. 1968 ҫултанпа ҫав районти юртӑ лашасем нумай конкурс, чупу ҫӗнтерỹҫисем пулнӑ. Совет Союзӗн, Раҫҫейӗн ипподромӗсенче малти вырӑнсене сахал мар ҫӗнсе илнӗ», — тесе пӗлтереҫҫӗ Комсомольски район администрацийӗнче.
Анчах Каҫал енче те ҫитӗнӳсем пур. Сӑмахран, 1981 ҫулта «Затейник» юртӑ лаша Патӑрьелӗнчи ипподромра 21 лаша хушшинче 1-мӗш вырӑна тухнӑ. Ҫав лаша Г.Ф. Волков ертсе пынӑ хуҫалӑхран пулнӑ. Ҫавӑн пекех З.Ш. Заргиров хуҫалӑхӗнчи «Гораций» юртӑ лаша 2006 ҫулта ҫӗршывӑн тӗрлӗ ипподромӗнче палӑрнӑ. Районти ытти хуҫалӑх лашисем те сахал мар конкурсра ҫӗнтернӗ, кашни ҫулах Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ялӗнчи лаша спорчӗн республикӑри «Камай уйӗ» уявне хутшӑннӑ. Унта пӗрре кӑна мар «Урожай», «Красный маяк» хуҫалӑхсен лашисем палӑрнӑ, парнесене тивӗҫнӗ.
Кӑҫал та Республика кунӗнче, ҫӗртмен 24-мӗшӗнче, районти ипподромра пысӑк уяв, юртӑ лашасен чупӑвӗ, куравӗ пулать. Ҫак спорта кӑмӑллакансене программӑпа паллашма сӗнеҫҫӗ:
12:30–13:30 сехетре джигитсене курса киленме пулӗ;
13:30–14:30 сехетре пирвайхи чупусем, юртӑ лашасем ӑмӑртӗҫ;
14:30–14:40 сехетре вырӑнти ӑратлӑ лашасем «Ял джигичӗсем» чупура вӑй виҫӗҫ;
15:00–15:10 сехетре мала тухайман, 6, 7, 8, 9, 10 вырӑнсем йышӑннӑ юртӑ лашасен чупӑвӗ пулӗ;
15:20–15:30 сехетре малтанхи чупура 1–5-мӗш вырӑнсене тухнӑ лашасен финал ӑмӑртӑвӗ иртӗ.
Республика кунӗ умӗн ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫре палӑрнисене Раҫҫей тата Чӑваш Ен наградисемпе чысланӑ. Вӗсен йышӗнче — Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Кайри Шӗнерпуҫ ялӗнче пурӑнакан Владимир Николаевич Сутесов та.
«Дорисс» АУОра кран машинистӗнче ӗҫлекенскере Туслӑх орденӗпе чысланӑ. Владимир Николаевич ҫак ӗҫе 1978 ҫулта вырнаҫнӑ. Икӗ ҫултан вӑл Сӗнтӗрвӑррине куҫнӑ, «Сӗнтӗрвӑрри» ПМКра автокранщик пулнӑ. «Дорисс» АУОна вӑл 2000 ҫулта иккӗмӗш хут лекнӗ. Кӑҫал вӑл руль умне ларнӑранпа 34 ҫул ҫитнӗ.
Юлашки 10 ҫулта Владимир Николаевич хӑйӗн автокранӗпе ҫур Раҫҫейре пулса курнӑ, чылай объектра тӑрӑшнӑ, федераци пӗлтерӗшлӗ чылай автоҫул строительствине пысӑк тӳпе хывнӑ.
Кирек мӗнле пулсан та Владимир Сутесов ӗҫе тӗплӗн тата вӑхӑтра тума тӑрӑшнӑ. 1993 ҫулхи юпа уйӑхӗнче РФ Президенчӗн Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн «РФ тава тивӗҫлӗ строителӗ» ята ахальтен паман.
Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн Канаш хулинче «Спортпа туслӑ ҫемье» фестиваль иртнӗ. Ӑмӑртӑва республикӑри 20 район-хулари 33 ҫемье хутшӑннӑ.
«Локомотив» спорт комплексӗнче старта ЧР спорт министрӗн ҫумӗ Сергей Шелтуков панӑ. Ҫак мероприятие Республика кунӗпе килӗшӳллӗн ирттернӗ. Сергей Шелтуков сывӑ ҫемье республикӑпа ҫӗршыва малалла аталанма май панине палӑртнӑ. Командӑсене ӑнӑҫу суннӑ май вӑл парне пирки те пӗлтернӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсем килӗсене велосипедпа кайӗҫ-мӗн!
Фестивальре спортӑн ҫичӗ тӗсӗнче вӑй виҫнӗ: дартсра, ҫӑмӑл атлетика эстафетинче, мечӗке баскетбол карҫинкинче перессинче, хутӑш эстафетӑра, ишнинче.
«Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» Пӗтӗм Раҫҫӗй XXII фестивальне (вӑл ҫӗртмен 23–24-мӗшӗсенче иртет) Раҫҫейӗн 19 тӑрӑхӗнчи 26 пултарулӑх ушкӑнӗ хутшӑнӗ. Ҫавӑн пекех виҫӗ ют ҫӗршывран ансамбльсем килӗҫ. Китайран икӗ ушкӑн (Аньхой тата Гайчжоу провинцийӗсенчен), Италирен пӗр ушкӑн, Азербайджанран виҫӗ солист килмелле.
Ҫӗртмен 19-мӗшӗнче республикӑна Италири (Сардини) «Про Локо Мамугео» фольклор ансамблӗ килсе ҫитнӗ. Вӑл фестивале хутшӑннисӗр пуҫне республикӑри ултӑ район-хулара пултарулӑхне кӑтартӗ.
Китайри пултарулӑх ушкӑнӗсем пилӗк район халӑхне савӑнтарӗҫ. Кунсӑр пуҫне ҫӗртмен 21-мӗшӗнче хальхи ӳнер центрӗнче Китай делегацийӗ сӑн ӳкерчӗксен икӗ куравне йӗркелӗ, чей церемонийӗ иртӗ.
«Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестивальпе килӗшӳллӗн «Фолкстейшен-Шупашкар» Раҫҫейри йӑла-йӗркесен фестивалӗ иртӗ. Унта ҫӗршыври 8 регионти 13 ушкӑн хутшӑнмалла. Ҫав шутра — Крым та.
Шупашкарти Карл Маркс урамӗпе Воробьев композиторсен урамӗ хӗресленнӗ тӗлте вырнаҫнӑ 18 хваттерлӗ пурӑнмалли ҫурт культура эткерлӗхӗн объекчӗ шутланать.
Ӑна 1930-мӗш ҫулӗсенче хӑпартса лартнӑ. Асӑннӑ ҫурта конструктивизм тапхӑрӗнче тунӑ. Ҫав архитектура стилӗпе Шупашкарта хӑпартнӑ пурӑнмалли ҫуртсенчен упранса упранса юлни те тӗп хулара вӑл кӑна. Унӑн проектне Чӑвашстройкантурӑн проектпа конструктор бюровӗ 1929–1930-мӗш ҫулсенче хатӗрленӗ иккен. Ҫурта 1930–1932-мӗш ҫуртсенче тунӑ. Малтанласа ӑна 1930 ҫулта уҫнӑ Чӑваш патшалӑх педагогика инстиутчӗн профессорӗсемпе преподавателӗсене пурӑнтармалли общежити евӗр усӑ курнӑ. Шупашкар ҫурт тӑвӑмӑн историне ҫурт «Хӗрлӗ профессура ҫурчӗ» евӗр кӗрсе юлнӑ.
Культура эткерлӗхӗн ҫуртне Республика кунӗ тӗлне юсаса пӗтермелле.
Шупашкарта «Шупашкар – Чӑваш Енӗн хӑнасене хапӑл тӗп хули» ятпа наци кухнин фестивалӗ иртет.
Ӑна йӗркелекенни — Шупашкар хула администрацийӗн потребитель пасарне тата усламҫӑлӑха аталантарас енӗпе ӗҫлекен управленийӗ. Ӑна Кулинарсен ассоциацийӗ те (ҫапла, ун пекки те пур-мӗн) ырласа йышӑннӑ-мӗн.
Фестивалӗн тӗллевӗн шутӗнче чӑваш наци апат-ҫимӗҫне чӗртсе тӑратасси, упраса хӑварасси, аталантарасси тенӗ. Кунсӑр пуҫне наци тӗпелӗллӗ обществӑлла апатлану предприятийӗсене пулӑшасси, вӗсене ятне сарасси тата ҫавсене аталанма май туса парасси те иккен.
Номинацисем хушшинче ҫакӑн йышшисем пур: чи лайӑх яшка, иккӗмӗш блюдо, пулӑран хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫ, чи лайӑх наци кукӑлӗ, чи лайӑх десерт, наци кулинарийӗнчи инноваци, наци ноу-хаувӗ.
Конкурса хутшӑнас тесен заявкӑсене ҫӗртмен 10-мӗшӗ таран йышӑнаҫҫӗ. Фестивалӗ ҫак уйӑхӑн 12-мӗшӗнче, ун чух Раҫҫей кунне уявлатпӑр, иртӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Республика кунӗнче чыслӗҫ.
Ҫӗртмен 24-мӗшӗнче Чӑваш Ен тӗп уява — Республика кунне — паллӑ тӑвӗ. Ӑна 1995 ҫулта Чӑваш автономи облаҫӗ 75 ҫул тултарнине халалласа уявлама тытӑннӑ.
Йӑлапа килӗшӳллӗн Республика кунӗ умӗн районсенче Акатуйсемпе Сабантуйсем иртеҫҫӗ. Ҫӗртмен 23–24-мӗшӗсенче хула-районсенче спорт ӑмӑртӑвӗсем, культура акцийӗсем, фестивальсем, концертсем иртеҫҫӗ.
Кӑҫал та яланхи пекех «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» Пӗтӗм Раҫҫей фестивалӗ тата «Руҫ ӑстисем» алӗҫ ӑстисен Пӗтӗм Раҫҫей конкурсӗ иртӗ.
Ҫулсерен муниципалитетсен хушшинче Республика кунне уявламашкӑн ирӗк ҫӗнсе илессишӗн конкурс иртет. Ҫӗнтернӗ тӑрӑхра Шупашкарпа танах мероприятисем иртеҫҫӗ. Кӑҫал ав уяв Комсомольски районӗнче пулӗ.
Ҫитес ҫул Республика кунӗ ӑҫта иртесси те паллӑ. Хальхинче конкурсра Канаш районӗ ҫӗнтернӗ. Эппин, 2015 ҫулта уяв Шупашкарта тата Канаш районӗнче иртӗ.
Ҫӗртмен 23-мӗшӗнче Шупашкарти «Renaissance» кану керменӗнче «Aван party — Чӑвашсен чаплӑ каҫӗ «Republic night» дискотека иртӗ, ӑна Республика кунне халалланӑ.
Дискотека йӗркелӳҫисем ҫамрӑксем валли хаклӑ мар билетсем, чӑваш эстрада юрӑҫисен ҫӗнӗ юррисене, професилле фотосесси, ташӑ шоувӗ, «Хӑвӑн юратӑва туп...» паллашу акцийӗ, конкурссем, хаклӑ парнесем хатӗрленӗ. Сӗтеле те маларах саккаслама май пур.
«Aван party» дискотекӑна паллӑ юрӑҫ Леонид Антонов ертсе пырӗ. Юрӑҫсен йышӗнче Сергей Павлов, Алексей Московский, Алексей Шадриков, Типшӗм Сашук, Алина Выйгетова, Сергей Лекеров тата ыттисем пулӗҫ.
Билет хакӗ: малтан туянсан — 300 тенкӗ, дискотека кунхине — 400 тенкӗ. VIP-сем валли билет хакӗ 1000 тенкӗ. «Renaissance» кану керменӗ Шупашкарти К. Иванов урамӗнчи 9-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Ыйтса пӗлмелли телефон: 8-967-470-44-46.
Республика кунне уявлас умӗн Культура ҫулталӑкӗпе килӗшӳллӗн чӑваш юррисене итлеме, чӑваш ташшисене курма май пулӗ: ачасен «Ача-пӑча Акатуйӗ» хула фестивальне ирттерӗҫ.
Акатуя чӑвашсем ҫурхи ӗҫсем вӗҫленсен уявлаҫҫӗ, тӗрлӗ йӑла-йӗрке ирттереҫҫӗ. «Ача-пӑча Акатуйне» те ҫаксене тӗпе хурса ирттерӗҫ.
Кӑҫал фестиваль анлӑрах пулӗ. Ӑна «Шупашкар: 500 ҫул» культурӑпа кану паркӗнче йӗркелӗҫ. Уяв ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче иртӗ, ирхи 10 сехетре пуҫланӗ. Программӑра — чӑваш юррисемпе ташшисен конкурсӗсем (фольклор, халӑх тата эстрада енӗпе), «Шупашкарти Мускав районӗн паттӑрӗ» (арҫын ачасем хушшинче иртӗ), вӑйӑсем, викторинӑсем, фестивале хутшӑнакансен вӑйӑ карти. Аттракционсем те ӗҫлӗҫ, билет хакӗсене 50% чакарӗҫ.
Кун пирки тунтикун Чӑваш Ен радиовӗпе культура министрӗ Вадим Ефимов пӗлтернӗ.
Тимӗр Акташ журналист пире ярса панӑ ҫырура ҫак пулӑма чӑвашсен уявӗн шайӗ ӳснипе ҫыхӑнтарать — «тинех тӳре-шара официалӑ мар чӑваш уявӗн пӗлтерӗшне туйса илнӗ» тесе хыпарлать. Республика Кунне уявлас ыйтусене пӑхса тухнӑ май — вӑл шута Акатуй та кӗнӗ — пӗлтӗр халӑх Мускав проспекчӗ тӑрӑх пухӑнса утнине Вадим Ефимов хӑварма шантарнӑ.
Журналист ҫӑвӑн пекех ыйтусем те лартать — уява Хӗрлӗ тӳремре ирттерни чыслӑ-ха та ӗнтӗ, анчах унта юланутҫӑсен ӑмӑртӑвне епле йӗркелӗҫ-ши? Вырӑнӗ хӗсӗк пулмӗ-ши? Кӳлмек хӗрринче ҫавӑн пекех пур халӑха вырнаҫтарма ун шучӗпе йывӑртарах. Ҫавах та Тимӗр Акташ шухӑшӗпе вӑхӑт пур — уяв йӗркелӳҫисем мӗн те пулин шутласа кӑлараҫҫех.
Аса илтеретпӗр, пӗлтӗр Акатуй Оперӑпа балет театрӗ хыҫӗнчи юрӑ ӗшнинче иртнӗччӗ. Унта анма тата хӑпарма ҫӑмӑлах пулманни хӑш-пӗр ҫынсен кӑмӑлне кайман. Хӗвелтен пытанмалли вырӑн ҫукки те килӗшмен. Уйрӑмах, паллах, юрӑ ӗшнинче лаптӑк пӗчӗкки уява пӑснӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |